"Пӗр-пӗрне эпир юратсах чунран,
Мӑшӑрлантӑмӑр", - терӗн-ҫке.
Хӑвӑн шухӑшна пытарса манран
Вӑрттӑн туйӑмпа ан чӗрке.
Маншӑн эс мӗнли уйрӑмах паян
Паллӑ унсӑрах чӗрене.
Аш ҫу кунӗнче урамри йӑмран
Ҫулҫи тӑкӑнать кил умне.
Макӑрсассӑн та пирӗн ҫук текех
Пӗр-пӗрин валли чун ӑшши.
Пӗр-пӗрне савса пурнас ҫӗртенех
Ма уйрӑлмалла пулчӗ-ши?